Рождественское послание митрополита Чебоксарского и Чувашского Савватия на русском и чувашском языках

Митрополит СавватийСкачать
— Рождественское послание на русском языке
— Рождественское послание на чувашском языке

Шупашкар-Чăваш епархинчи савнă тăванăмсем, священниксем, манахсем, Турра юратакан пĕтĕм халăх! Сире пурсăра та аслă та çутă уяв ячĕпе – Иисус Христос Туррăмăр çуралнă ятпа – пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп! Христос çуралать – мухтавлăр!

«Аслă та чаплăран та чаплă хăват» пулнă ятпа пĕтĕм тĕнче савăнать. «Ăспа виçейми хăвата» уявласа, пĕтĕм çутçанталăк хĕпĕртет. Ангелсем çеç мар, этем ăрăвĕ те пĕлсе çитейми мухтавлă та чаплă ĕçрен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнет. Ун çинчен калаçма сăмах та çитес çук, ăнланса илейми аслă ĕçе хисеплесе, пирĕн пĕр чĕнмесĕр шăп çеç тăмалла пек, таса пурăнăçлă Иоанн Дамаскин та: «чĕмсĕр тăни пирĕншĕн лайăхрах» тесе çырать. Анчах та тĕнчене Çăлакан Христос Туррăмăр ӳтленсе çын пулнине аса илсе, этем чĕри юрламасăр, савăнмасăр чăтаймасть. Ку ĕç пулса иртни икĕ пин çул ытла ĕнтĕ, анчах та унăн иксĕлми пĕлтерĕшĕ, аслăлăхĕ, ырăлăхĕ нихăçан та çухалас çук. Таса Хĕртен Çăлакан çураласси çинчен, Арăм Вăрлăхĕ çĕлен пуçне çапса çĕмĕресси çинчен малтанах каласа хунă пулнă (Пулт. 3:15), тĕп аттесем, Авалхи Халал вăхăтĕнчи халăхсем çав сăмах пурăнăçа килессе кĕтсе-шанса пурăннă. Этеме калама çук юратнипе Турă Хăй каланине пурăнăçласа çĕр çине килет. Этем ăнланма пултарайман, çутçанталăк йĕркисене те пăхăнман аслă хăват пулса иртет. Таса Хĕр Марийăран нихăçта Шăнăçми, этем ăстăнĕ пĕлсе çитерейми Турă Ывăлĕ çуралать. Вĕçĕмсĕрри, Пурне те тума пултаракан Турă, çылăхсăр пуçне пур тĕшлĕшпе те çын пулса, Хăй аллипе тунисем патне анать, Аслă Афанасий святитель каланă пек, «…эпир Турă евĕрлĕ пултăмăр». Тĕлĕнмелле хăват пулса иртнĕ – Турă халлĕнех юлса, Турă çын пулнă, çакăн хыççăн эпир, этемсем, Христоспа пĕрле пай илекенсем пултăмăр. Григорий Богослов святитель çапла çырать: «Пирĕн паянхи уяв çакна пĕлтерет: пирĕн Турă патне таврăнмалла пултăр тесе, Турă этемсем патне килчĕ». Çак аслă уяв – Христос çурални – Турă этеме, Хăй пултарнăскере, виçесĕр юратнине пĕлтерет. Вилĕмсĕрри, Пуринчен те Хăватли мăшкăла, асаплантарнине тӳсет, «Вăл Хăйне Хăй тем таранччен йăвашлатса хĕрес çинчи вилĕмпех вилмелле пуличченех пăхăнса тăнă» (Флп. 2:8). Çăлакан ăçта çурални те тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерет. Христос керменре мар, пуян та чаплă çуртра мар, çĕр витере çуралнă; ăна капăрлатнă вырăн çине мар, выльăх валли апат хуракан сырăша вырттарнă; Ун тавра кермен тарçисем мар, патшапа пĕрле çӳрекенсем мар, кĕтӳçĕсем те Вифлеем çăлтăрĕ хыççăн килнĕ тухăç ăсчахĕсем тăнă. Туррăмăр йăвашлăхне этем ăстăнĕ пĕлсе çитереймест! Вăл çак тĕнчене влаçшăн, мул-пурлăхшăн, пĕр халăх тепĕр халăхран вăйлăрах, чыслăрах пулнине кăтартасшăн килмен, «Этем Ывăлĕ çухалнисене шыраса тупса çăлма килнĕ» (Мф. 18:11). Пирĕншĕн, кашни çыншăн, килнĕ. Павел апостол каланă тăрăх, Иисус Христос паракан çăлăнăç – «Турă панă ырăлăх вăл» (Еф. 2:8). Пирĕн çав ырăлăха тивĕçлĕ пулмалла: пирĕн чĕресем çӳлелле çĕкленччĕр, пирĕн сăваплăх енне ăнтăлмалла, мĕншĕн тесессĕн «пире Турă пултарнă, пире Христос Иисус урлă ырă ĕçсем тума пултарнă, Турă пире çав ĕçсене пурăнăçлама хушнă» (Еф. 2:9).

 

Эпир нумайăшĕ пĕчĕкренпех хамăр çуралнă куна юрататпăр. Кашни çулах аса илетпĕр, уявлатпăр çав куна. Ăна пĕтĕм кил-йышпа уявлатпăр. Çавăн чухне çынна парнесем параççĕ, мухтаççĕ. Уйрăмах çак куна ачасем кĕтеççĕ. Шухăшласа пăхар-ха – Çӳлти Аттемĕр, Тĕчене Пултаракан, пирĕншĕн Тăрăшакан çуралнă куна пирĕн чăн савăнăçлă чун хавалĕпе кĕлтуса аса илмелле. Тĕнчере тĕрлĕ çĕрте пурăнакан христиансем паян пĕр пысăк çемье пек пулса Иисус Христос çуралнă куна чун-чĕререн савăнса уявлаççĕ. Медиолан святителĕ Амвросий çак куна тимлĕн кĕтсе илме чĕнсе çапла калать: «…ĕмĕрхи Патша Туррăмăр Иисус Христос çуралнă куна тимлĕн кĕтсе илер, çавăн пек тăрăшнăшăн Вăл пире çĕр çинчи чыс-хисепе мар, Çӳлти Патшалăхăн ырăлăхне парнелĕ».

 

Паян эпир Ача пулса килнĕ Христос Туррăмăра кĕлĕпе кĕтсе илетпĕр. Христос çуралнă кун, ытти чиркӳ уявĕсем пекех, ахаль уяв мар вăл, пĕр-пĕрин валли парне хатĕрлени, çĕнĕ тумтир туянни, уяв апачĕ – чи кирли ку мар. Чи кирли – кĕлтуни, вăл, çул кăтартнă Вифлеем çăлтăрĕ пек, пире Турăпа пĕрлештерет. Ăна чунтан-вартан тухакан сăмахсемпе чĕнсе кĕлтăвăр.

 

Иртнĕ çул пĕтĕм тĕнчешĕн çăмăл пулмарĕ. Пандеми пин-пин çын пурăнăçне татрĕ, йĕркеллĕ пурăнăçа пăлхатса ячĕ. Савнă тăванăмсем! Çакăн пек кăткăс тапхăрта шуйханса ан ӳкĕр, шанăçа ан çухатăр, ытлашши ан кулянăр. Сире тухтăрсемшĕн, чирлисемшĕн Хĕрхенекен кăмăллă Туррăмăра, Пурăнăç Хуçине кĕлтума чĕнетĕп. Çăмăлттай ăслă ан пулăр, хăвăр пурăнăçăр тата ыттисен пурăнăçĕ тĕлĕшпе сыхă та асăрхануллă пулăр. Чăваш çĕрĕн архиерейĕ, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ, канлĕх çĕре кайнăскер, хăй патне килнĕ çынсене «Турăпа яланах çăмăл» тесе лăплантарачĕ. Аптăраса ӳкнĕ, малашне мĕнле пурăнмаллине те чухлами пулнă çыншăн ку – чи ăслă та тĕрĕс сăмах, çакăнтан лайăхраххине тупаймастăн. Пурăнăçра темĕнле инкек-синкек сиксе тухсан та, малашне темĕнле хурлăх тӳсес пулсассăн та яланах çак сăмахсене асра тытăр,  Варнава владыкăн Турра юрăхлă пурăнăçĕ, ырă ячĕ, Чиркӳшĕн тунă ĕçĕсем ĕмĕрех пирĕн асăмра пулччăр.

 

Çитес 2021-мĕш çул юбилей çулĕ пулать. Пирĕн çĕршыв чăн тĕнпе пурăннă Александр Невский князь çурални 800 çул çитнине чаплăн уявлама хатĕрленет. Александр Невский – святой, çулпуç, дипломат, патшалăх ĕçченĕ; вăл Русь çĕрĕнчи халăхăн хăйевĕрлĕхне тата Чăн Тĕне пĕтерме памасăр сыхласа хăварнă. 2021-мĕш çулта тата Шупашкар-Чăваш епархийĕ йĕркеленни 75 çул пулать. Вуншар-вуншар çулсенчи чиркӳ ĕçĕ-хĕлĕшĕн яваплă пулса, пирĕн малалла ĕçлемелле. Турă пулăшнипе Чăн Тĕн йĕркисене сыхласа хăвармалла, ăс-хакăл еткерлĕхне упрса пуянлатмалла, чăваш халăхне çутта кăларас ĕçе малалла тăсмалла, çамрăк ăрăва мĕн ыррине, мĕн начаррине уяма хăнăхтармалла. Павел апостол сăмахĕсене аса илсе, юбилей çулĕнче Шупашкар-Чăваш епархийĕнчи священниксене тата ытти çынсене çапла сунас килет: «Тăрăшас çĕрте ан ӳркенĕр; тăрăшасшăн çунса тăрăр; Турăшăн ĕçлĕр» (Рим. 12:11).

 

Хаклă тăванăмсем, çак сăваплă кунсенче, Тухăçран килнĕ çăлтăрçăсем пек Турра парне кӳме чĕнетĕп – Ăна ырă ĕçсем – юратса, ырă кăмăлпа, хĕрхенекен кăмăлпа тунă ĕçсем – парнелĕр. Сирĕн чĕресем ырă ĕçсем тума хатĕр пулччăр. Ялан унчченхинчен нумайрах тума тăрăшăр, «тĕреклĕ пулăр, ан иккĕленĕр, хăвăр ĕçлени Турă умĕнче харама каяс çуккине пĕлсе, Унăн ĕçне яланах тăрăшса туса тăрăр» (1 Кор. 15:58). Пĕр-пĕрне хисеплĕр, юратăр, ваттисене пулăшăр, хăвăра кӳрентерекенсене каçарăр, пĕр-пĕриншĕн кĕлтăвăр. Кашнийĕ хăйĕн ĕçне çиелтен мар, Турă пулăшасса шанса, христиан пек тĕплĕн, сăпайлăн, йăвашшăн туса тăтăр.

 

Хаклă тăвансем, çак аслă та чаплă уяв кунĕнче – Христос çуралнă кунра – эпĕ сире çакна сунатăп: тĕнчене Çăлакан – çĕр çине этем пулса килнĕ Турă – сире Хăйĕн вĕçĕмсĕр ырăлăхне, пиллĕхне, уçă кăмăлĕпе епле пулăшнине кăтарттăр. Çак уявра тăванăрсемпе пĕрле савăнăр, килĕштерсе, тату пурăнăр. Раштав каçĕнче ангелсем юрланă пек пултăр: «Мухтав çулти Турра, çĕр çине канăçлăх килчĕ, çынсене ырăлăх çитрĕ!»

 

Хаклă тăванăмсем, çуралнă Çăлакан сире пурсăра та ырă сывлăхпа вăрăм кун-çул пиллетĕр.

 

Турă пиллĕхĕпе высокопросвященнăй САВВАТИЙ, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ, Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ
Христос çурални (Раштав)
2021 ç.
Шупашкар

(2)